
Республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланисем ытларах енӗпе вырӑсла. Ку йӑлана кӗнӗ япала теме пулать. Пӗлтӗр те ҫаплаччӗ. ЧНК хула администрацине кун пирки ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетме — чӑвашла ытларах ҫырма шантарнӑччӗ. Чӑн та кӑҫал Республика тӳремӗнче малтанхи пек пӗр вырӑсла кӑна мар, чӑвашла саламлани те пур. Анчах шел те, ҫав-ҫавах Шупашкарти саламсем тӗпрен илсен вырӑсла. Тӗслӗх пек тӗп урамри чарӑнусенче вырнаҫтарнӑ плакатсене илсе кӑтартма пулать — вӗсенче пуринче те «С Новым Годом!» кӑна ҫырса тухнӑ, чӑвашли куҫ умне лекмест.
ЧНК-на ҫакӑн пирки шӑнкӑравласа ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем кӗҫех ҫак ыйтупа хула администрацине тепӗр хут ҫыру ҫырма шутлани пирки, кунашкал йӗрке вӗсене тивӗҫтерменни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
Сӑмах май ыран ЧНК пайташӗсем хулан администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ ревизи комиссийӗпе тӗл пулмалла иккен. Унта вӗсем чӑвашла ятсӑр юлнӑ чарӑну ячӗсене ҫырса хурасси пирки, тӗрӗс мар ҫырнӑ ятсене тӳрлетесси пирки калаҫма планланӑ.
Ҫӗмӗрлере чиновниксем тӳрех икӗ мулкача хӑваласа тытнӑ. Котельнӑй валли вырӑн пушатнӑ. Унта вара 100 ҫулти чӑрӑш ӳснӗ. Ӑна касса тӗп лапама кайса лартнӑ та илемлетнӗ — Ҫӗнӗ ҫул валли хатӗр!
100 ытла ҫулти чӑрӑш Карл Маркс урамӗнче ӳснӗ. Анчах ҫав вырӑнта тӳре-шара котельнӑй тума шухӑшланӑ. Документаци хатӗрленӗ те ӗмӗр ӳсекен йывӑҫа касма хушнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн строительствӑпа архитектура пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Гришин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӑрӑш ӳснӗ территори ҫурт ҫывӑхне кӗмен. Чӑрӑша ҫав-ҫавах касмалла пулнӑ-мӗн. Ку вырӑнта модульлӗ котельнӑй тума палӑртнӑ-ҫке-ха.
Анчах хула ҫыннисем документаци тӗрӗс марри пирки иккӗленнӗ те вырӑнти МИХсен редакцисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул умӗн халӑха савӑнтарма туна ӗҫе пурте ырласа йышӑнман. Хӑшӗ-пӗри уяв каҫхине чӑрӑш тавра савӑннӑ вӑхӑтра теприсем ун ҫине пӑхса ассӑн сывлӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ.
«Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш.
Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш наци музейӗнче интерактивлӑ курав уҫӑлнӑ. Музей пурне те Европӑна «курма» чӗнет.
Курав пулӑшнипе пӗр кунта хӗвеллӗ Италире, тӗтреллӗ Альбионра пулма, Санта-Клаусӑн телейлӗ тӳммине сӑтӑрма, тӗрлӗ ҫӗршывра Хӗл мучи еплерех пулнине курма май пур.
Ҫӗнӗ ҫул пирки шухӑшлама тытӑннӑ пӗрремӗш ҫӗршыв — Лапланди, Санта-Клаусӑн тӑван кӗтесӗ. Анчах Финляндире Йоулупукки ятлӑ Хӗл мучи пуррине пурте пӗлеҫҫӗ-и?
Аслӑ Британире Раштав тата Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче чӑрӑша тата пӳрте омела чечек ҫыххипе илемлетме йышӑннӑ. Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки пур. Вӗсемпе паллашас тесен Чӑваш наци музейӗнчи «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» курава ҫитмелле.
Унта ачасем валли вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Курав кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Вӑрмарти шкулта 8-мӗш класра вӗренекен ачасем «Манӑн вулавӑш» кружокра Ҫӗнӗ ҫул теттине шухӑшласа кӑларна та ӑсталанӑ. Вӑл — йӑвача.
Ҫак ӗҫе Волгограда пӗтӗм тӗнчери фестивале ярса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн «Раштав тӗлӗнтермӗшӗ — хӑвӑрӑн алӑпа» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ.
Йӑвача авторӗсенчен пӗри Надя Белова тетте ӑҫтан пулнине тӳрех ӑнланма май пуррине пӗлтерет. Ҫӗнӗ ҫул теттине чӑваш ялавӗ тӗслӗ ҫипсемпе ӑсталанӑ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Офицерсен ҫуртӗнче хӑнасене ыркӑмӑллӑх чӑрӑшӗ кӗтсе илнӗ. Ӑна холра вырнаҫтарнӑ. Чӑрӑша ҫӗнтерӳҫӗсене чыслас умӗн Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесри ачасем ӑсталанӑ теттесемпе илемлетнӗ.
Чӑрӑш турачӗ ҫине чӑваш ачи хатӗрленӗ йӑвача та ҫакӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ хыҫҫӑн чӑрӑша Волгоградри Епархие панӑ.
Ҫак кунсенче Вӑрмар шкулне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑвашри йӑвачана «Раштав чӑрӑшӗ» каталога кӗртнӗ. Авторне те палӑртнӑ — Вӑрмар шкулӗн ачисем.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ҫӗнӗ ҫула йыхравлать. Кӑҫал уяв спектаклӗсем пӗчӗк залра иртӗҫ.
Афишӑра — «Кот в сапогах» премьера, «Елка и Белка» юмах, вӑйӑсем, конкурссем. Паллах, уявра илемлӗ пысӑк чӑрӑш та пулӗ.
«Кот в сапогах» юмаха аслисем кӑна мар, пӗчӗккисем те пӗлеҫҫӗ пулӗ. Арманҫӑ виҫӗ ывӑлне арман, ашак тата кушак аҫине парса хӑварать. Лешсем еткере нумай вӑхӑт пайлаҫҫӗ. Аслине арман лекет, вӑтаммине — ашак. Чи кӗҫӗннин вара кушак аҫипе кӑна ҫырлахма тивет. Малалла мӗн пулассине куракансем раштавӑн 20-мӗшӗнче 12 сехетре пӗлме пултарӗҫ.
Куракансем асамлӑха лекӗҫ тейӗн. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, теттесем, хӑмпӑсем… Ҫаксене алӑк урати урлӑ каҫсанах курма май пулӗ.
Шупашкарта Республика тӳремӗнче пирвайхи юмах «ҫурчӗсем» курӑнма пуҫланӑ. Вӗсенче кӗҫех вырӑнти алӗҫ ӑстисен сувенирӗсем сутӑнма пуҫлӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раштав ярмӑркки» хӗллехи каникулта та — кӑрлачӑн 1–10-мӗшӗсенче — ӗҫлӗ.
Ку проект Шупашкарти Республика тӳремӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах — наци стилӗпе килӗшӳллӗн тунӑ юмах «ҫурчӗсем».
Ярмӑрккӑра пӗтӗмпе 20 ҫурт пулӗ. Хула администрацийӗ вырӑнти тавар кӑларакансенчен, алӗҫ ӑстисенчен, Чӑвашри усламҫӑсенчен заявкӑсем йышӑнать.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленет. Урамсем каҫсерен йӑлтӑртатаҫҫӗ, чӑрӑшсем ҫуталаҫҫӗ. Ҫитес ҫул — качака ҫулӗ.
Кӑҫал Ленин проспектӗнче качакана, флисран тунӑскере, пӑрлӑ трон ҫине лартӗҫ. Кун пирки Шупашкарти Ленин район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул паллине Александр Жигарев ӑста хатӗрлӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли хатӗрлӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ Юрпикесене кӑҫал подиум тӑрӑх уттарасшӑн. Сӑмахӑмӑр — «Мисс Юрпике» конкурс пирки. Унӑн положенине хула администрацийӗн культура управленийӗ хатӗрленӗ.
Ытти илем конкурсне хутшӑнас тесен модельсенни евӗр кӗлеткеллине пӑхаҫҫӗ тӗк, Юрпикене мӑнтӑр пулсан та, хыткан пулсан та тиркемӗҫ. Анчах ҫула кура суйлассине вара шута илмеллех. Хӗл мучин мӑнукӗ шутланаканскерӗн 16 ҫултан пуҫласа 30-а ҫитиччен пулмалла. Конкурсра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен раштавӑн 6-мӗшӗччен «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи «Культурӑллӑ Шупашкар» ушкӑнра заявка памалла. Унта ята-шыва, миҫерине кӑтартмалла, хӑш енпе пултаруллине ҫырмалла тата мӗншӗн шӑпах эсир «Мисс Юрпике» ята тивӗҫҫине ӑнлантарма пӗлмелле. Кайран хӗрсене суйласа илӗҫ. Финала тухиччен вӗсен подиум тӑрӑх утма хӑнӑхмалла, видео- тата фотоӳкерчӗксем хатӗрлемелле. Конкурс финалӗ «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртӗ. Унта пурне те кӗртессине пӗлтермелле.
Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсене хӗрӳ хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкар ҫыннисем тата хӑнисем уяв сӗмӗпе киленме, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнма пултарӗҫ.
Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв мероприятийӗсем «Шупашкар — санӑн ҫӗнтерӳ хули» брендпа килӗшӳллӗн иртӗҫ.
Ҫитес вӑхӑтра «Хӗл мучи почти» ӗҫлеме тытӑнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ачасемпе ҫамрӑксене Хӗл мучине ҫыру ҫырма сӗнеҫҫӗ, унта 2014 ҫулти ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартмалла.
Раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Мисс Юрпике» хула конкурсӗ пуҫланӑ. Унтан «Чӑрӑшсен конкурсӗ» тата «Юр кӗлетке конкурсӗ» старт илӗҫ. Раштавӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ ҫул сӑнарӗсен утӑмӗ пулать. Унӑн ҫӗнтерӳҫи Аслӑ Устюга каймалли путевкӑна тивӗҫӗ.
Тӗп хуламӑра илес пулсан ӑна ҫӗнӗ ҫула капӑрлатма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Республика тӳремӗнчи саламлав хальхинче икӗ чӗлхеллӗ пулни куҫа савӑнтарать. Анчах ытти вырӑнсенче капӑрлатнӑ май чӑваш чӗлхи валли ҫителӗклӗ вырӑн тупӑнӗ-ши? Иккелентерет.
